Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, VII пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Ухтерӗн канӑҫ ҫук. Пуҫран
Хӑр шухӑшна туртса илеймӗн,
Унран, ҫук, хӑтӑлма пӗлеймӗн,
Кайса ыйтсан та юмӑҫран.
Ун халӗ канӑҫсӑр пулма,
Пӑшӑрханма сӑлтавӗ пысӑк.
Тен, ҫавӑнпа ҫӳрет вл усӑк,
Тен, ҫавӑнпа ӑш-чик тулма
Пуҫлать ун? «Эх, ниҫта тараймӑн,
Ҫук, тасатаймӑн пулнине,
Усравӑн хырӑм юлнине,
Халь ниепле те пытараймӑн».

Пӗлет хуҫа: чечен усравӑн
Пӗртен-пӗр пиччӗш пур; вӑл та
Ҫӳрет пӗр ҫич ҫул Атӑлта.
Тӑван яла сайра-хутра вӑл
Килсе каять те ҫухалать.
Пуҫланнӑ пӳрчӗ те ҫӗрме,
Пушах ларать вӑл. Ят ҫӗрне
Ухтер кашни ҫул сухалать.
Усрав хӗре те ҫавӑнпа
Мӑн аккӑшӗ патне ӑсатнӑ.
Кӑна вӑл тунӑ ӑс-тӑнпа:
Аскӑнлӑхне шӑлса тасатнӑ.

Ухтер шутлать: «Мӗн тумалла?»
Аптратмӑш шухӑш, ҫук, тухмарӗ
Ун пуҫӗнчен; ҫӑварлӑхларӗ
Ун пурнӑҫне. «Ман пухмалла, —
Тет вӑл хӑйне, — мӗн пур вӑя,
Ан кайтӑр ватлӑхӑм сая».
Анчах чӗри ун пушӑ, пушӑ...
Хӑех пӗлет, ӑна хӑрушӑ
Ача усрав хӗр ҫуратсан:
Усал сӑмахсемпе ял тулӗ,
Пуҫланӗ мӑшкӑл. Ах, мӗн пулӗ
Ун йӑх чапне халь хуратсан?

Мӗн пулнине ял-йыш пӗлсен,
Паллах, ун шутлӑ ячӗ ҫӗрӗ.
Пӗрре усал ят илӗнсен,
Каймасть — асра ялан вӑл чӗрӗ.
Ҫав хӑратать-мӗн Ухтере,
Паян ҫав шухӑш унӑн терчӗ,
Ҫав пусмӑрлать-мӗн ӳт-тире,
Анчах хӑйне вӑл ӗнентерчӗ:
Ма эп ҫӳрем, — тет, — катӑклӑн,
Ма пурӑнас чух, тӗлӗрес?
Тӳрех шутларӗ татӑклӑн:
«Ҫӗрле каяс та вӗлерес».

Ят вараланнипе ун чунӗ,
Ҫук, килӗшмест-мӗн ниепле.
Йӳҫсе кӑпӑкланать ун юнӗ,
Ҫилли тӑрать йӗпле-йӗпле.
Вӑл шухӑшлать: «Асап сӑлтавӗ —
Усрав хӗр. Пӗттӗр паянах.
Сӑхма йӑпшӑнакан ҫӗлен пек
Сис-чӳллӗ вӑл: чӗтрет янах.
Курайманни ӑшра ӗрлерӗ,
Лӑплантармарӗ нимӗскер.
Вӑл вӑрттӑн пуртӑ хатӗрлерӗ —
Паян ун шухӑшӗ тискер.

Сӗнк кайнӑ аслӑ Чашлама.
Ухтерӗн ыйӑх ҫук; пӗччен.
Каҫхи лӑпланнӑ урама
Вӑл вӑрттӑн тухрӗ килӗнчен.
Таҫтан вӑй тухнӑ ват шӑм-шакӑн —
Утать шырланӑн хӗррипе,
Утать ҫемҫен, чее кушакӑн;
Тӳлеккӗн, шӑппӑн, ерипен.
Ак ял хапхи. Чӗри ун хытрӗ,
Час-час илет вӑл ҫӳҫенсе.
Пӗр сас тумасӑр, шӑппӑн утрӗ,
Хӑр чун шикленнине ҫӗнсе.
Унта-кунта вӑл пӑхкалать:

Теме шырать-ха витӗр куҫӗ.
Сӗм-тӗттӗмре ун шурӑ пуҫӗ
Ие мелки пек кускалать.
Турикасран Анаткаса
Пырать пӗртен-пӗр тӳр сукмак.
Ик енӗпе ҫара тумхах.
Сӑрта утать вӑл васкаса,
Тӑрать кӑшт сывлӑш ҫавӑрма.
Ҫӗр чалӑшра карта, вӑрман...
Тӑрать эсрел-и е мӗлке?
Ухтер пулсассӑн, вӑл — ӗлке.

Усрав хӗр ҫурчӗ. Сассӑр, шавсӑр
Ухтер чунтан хӑра-хӑра, —
Чӗри тапать ытла тӑрлавсӑр, —
Кӗрет тӗп-тӗттӗм пӑлтӑра.
Пӳрт алӑкне пӑха-пӑха,
Вал сӑх сӑхать: «Турӑ каҫартӑр,
Мана вӑл ӗҫ тума ан чартӑр», —
Хурах шанмасть-мӗн шӑплӑха.
Ухтер шаккарӗ те итлерӗ.
Усрав хӗр ыйтрӗ: «Кам унта?»
Ҫур саспала Ухтер: «Эп», - терӗ,
Вӑл хушрӗ шӑппӑн: «Тух кунта».

Палланӑ сас илтсе хӗр уҫрӗ...
Сасартӑк сӗм-каҫхи тӑпа
Кӗмсӗртетни хаяррӑн хуҫрӗ —
Ухтер-мӗн ҫапрӗ пуртӑпа
Хӗре пуҫ урлӑ. Кӑшкӑрса
Яма хӗр ӗлкӗрчӗ: «Пичче!»
«Мӗн пулчӗ?» — ыйтрӗ леш тӑрса.
«Ухтер вӗлерчӗ... ах, тӗнче...»
Хӑй йӑнӑшне Ухтер ӑнкарчӗ:
«Пӗлмерӗм пиччӗш килнине;
Халь вӑл пӗлни чӗр йӗр хӑварчӗ,
Пӗлме хӗр мӗншӗн вилнине».

Ухтер чупать. Ӑшра ун вӗчӗ —
Вӑл халь те кашкӑр, те хӗрен.
Ак хӑй килне хурах пек кӗчӗ,
Шырарӗ тӗттӗмре вӗрен...
Хӗвел хӑпарчӗ. Тарҫисем
Хуҫа килменнинчен хӑранӑ,
Паян ял-йыш те шалт аптранӑ,
Пит пӑшӑрханнӑ кӳршисем.
Ҫырма-ҫатра, уй тӑрӑх чупрӗҫ —
Шыраҫҫӗ тӗплӗн Ухтере.
Хӑй килӗнчех сасартӑк тупрӗҫ:
Ун чунӗ тухнӑ витере.

Ах, ҫӗр, ытла хӑрушӑ ҫӗр!
Асра хӑварчӗ тарӑн йӗр.
Вӑл хӗр ӑсне, чунне амантрӗ
Ӗненнине пач сӳнтерсе;
Тен, ҫавӑнпа вилме вӑл антрӗ,
Хӑравҫӑлӑхне ҫӗнтерсе.
Анчах чӗрийӗ айӗнче
Тапӑлтатать-ҫке чӗрӗ чун.
«Ма-ха ҫанталӑк умӗнче
Пулас ман айӑплӑ? Халь ун
Ҫак тӗнчере пур хӑй шӑпи.
Вӑл пурӑнтӑр, Тур патӑр пил».

Шӑлне ҫыртать хӗр; йынӑшса вӑл
Мӗскӗнленесшӗн мар — чӑтать,
Ҫӑвар сӗткенчӗкне ҫӑтать.
Путмар ҫине тӑрса ларса вӑл
Хӑюлӑхне халь тайтарать,
Вӑйне-халне хӗр пуҫтарать.
«Мӗн тӑвӑпӑр, — тет пиччӗш, — ӗнтӗ?»
«Шарламӑпӑр, пирех вӑл тӗнтӗ».
Ӑнланчӗ ҫын: «Ыр мар йӗрне
Вӑл пӗтерме сӑлтав шырать.
Вӗлернӗшӗн усрав хӗрне
Мана, пӗлетӗп, айӑплать».

«Пиччем, тӑмастӑн пуль ирччен.
Ухтер чее, асӑрхануллӑ
Тата, хӑвах пӗлетӗн, муллӑ.
Тытсан, ваттарӗ виличчен».
«Пӗлетӗп, мул вӑл чул касать.
Ухтер вӑл кашкӑр: чунӗ хытӗ;
Пире хуҫма тара та тытӗ.
Вӑл урнӑ: урнӑ ҫын асать.
Пуҫтарӑн, йӑмӑкӑм, васка;
Юлсассӑн, пулӑпӑр каска.
Хӑвна ҫӑлма эс шухӑшла.
Ирччен ҫитесчӗ Атӑла».


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-16 22:54:51 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3137 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем